Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӳкҫырминче чӳк тумаҫҫӗ...

Вӗсем хӑйсем пирки каласа пама юратмаҫҫӗ, сӑн ӳкерттернине те хирӗҫлеҫҫӗ. Ҫынсенчен кӑштах ютшӑнаҫҫӗ те. Сӑмахӑм — тӗне кӗмен чӑвашсем пирки.

Киремет ют ҫынна илӗртет

Вӗсен йышӗ пирӗн республикӑра ҫулран-ҫул сахалланса пырать. Паянхи кун ҫичӗ ялта — Йӗпреҫ районӗнчи Вӑтаелте, Комсомольски районӗнчи Виҫпӳртре, Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑра, Тӑвай районӗнчи Лачкассинче, Чӳкҫырминче, Тенеялӗнче, Кушкӑра Христос тӗнне йышӑнман чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗнче — Тенеялӗнче, Чӳкҫырминче, Лачкассинче — уйрӑм масарсем пур. «Чӑваш масарӗ» теҫҫӗ ӑна вӗсем. Ыттисенче те маларах уйрӑм ҫӑвасем пулнӑ. Халӗ вара пӗр масарах пытараҫҫӗ: тӗне кӗнисене — пӗр енне, кӗменнисене тепӗр енне.

Лару-тӑрупа тӗплӗнрех паллашас тӗллевпе Тӑвай тӑрӑхне ҫитсе куртӑм. Чӳкҫырминче: «Эпӗ тӗне кӗмен чӑвашсемпе кӑсӑкланатӑп», — тесен ман ҫине шикленерех пӑхрӗҫ. Чӳкҫырмипе эпӗ кӑна мар, такам та кӑсӑкланать-мӗн. Пӗлтӗр, сӑмахран, Псков тӑрӑхӗнчен ҫамрӑк арҫын килнӗ. «Сирӗн ялта киремет пур теҫҫӗ», — пуҫланӑ калаҫӑва чаплӑ тумланнӑ, «чӑнкӑ» машинӑллӑскер. Хӗрринчи ҫуртра пурӑнакансем ӑна: «Халӗ ҫук ӗнтӗ вӑл. Ун вырӑнӗнче футбол вылямалли вырӑн», — тенӗ. Анчах правурскер ялтан кайма васкаман-ха. Ҫакӑ ҫынсенче шиклӗх туйӑмӗ вӑратнӑ. «Милицие чӗнетпӗр», — тесен ҫеҫ Чӳкҫырминчен тухса шӑвӑннӑ вӑл.

«Мӑшӑрпа касура ҫӳреттӗмӗр. «Кил-ха, кил», — чӗнет хайхи мана. Кайрӑм та — палламан арҫын футбол уйне йӑлт чавса пӗтернӗ. Киремет вырӑнӗнче те хир сысни пекех ҫӗре «ҫӗмӗрнӗ». Тимӗр шырамалли хатӗрпех усӑ курнӑ пулас. Археолог теес — экспедицисене пӗччен ҫӳрекен марччӗ. Ахӑртнех, ӗлӗкхи укҫасем илӗртнӗ ӑна», — пӗлтереҫҫӗ Зинаида Ивановнӑпа Валерий Степанович Антиповсем. Вӗсем ял вӗҫӗнчи ҫуртра пурӑнаҫҫӗ. Зинаида Ивановна, шкулта вӗрентекенре ӗҫленӗскер, кӳршӗллӗ Вӑрманхӗрри ялӗнчен качча килнӗскер, тӗне кӗнӗ. Валерий Степанович (водительте вӑй хунӑ) вара мӑн аслашшӗ-асламӑшӗсен ӗлӗкхи йӑли-йӗркине пӑхӑнать. «Тӗне кӗресси пирки шухӑшламастӑп та. Мана капла та лайӑх», — тет вӑл.

Антиповсемпе ял ҫумӗнчи футбол вылямалли вырӑна кайрӑмӑр. Хапхаран инҫех мар — тӗмескеллӗ вырӑн. Унта — ҫӗрсех пӗтеймен тунката юлашкийӗ. Зинаида Ивановна шухӑшӗпе вӑл юман пулнӑ. Валерий Степанович вара: «Хыр е чӑрӑш», — тесе хирӗҫлерӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх ҫынсем кунта маларах укҫа, хӑрӑмпа хуратнӑ ҫӑмарта пӑрахнӑ.

128 киллӗ Чӳкҫырминче пушӑ 25 ҫурт. Миҫе ҫын тӗне кӗменнине палӑртма ҫӑмӑлах пулмарӗ. Ҫак хыпара вӗсем пӗр-пӗринчен пытарма тӑрӑшаҫҫӗ (начар пулӑм тейӗн!). Антиповсем тата ялти чи хастар хӗрарӑмсенчен пӗри Ольга Никитина пулӑшӑвӗпе Христос тӗнне йышӑнманнисем тӑваттӑн пулнине пӗлтӗмӗр. Пурте — арҫынсем. Иккӗшӗ — утмӑлтан, тепри ҫитмӗлтен иртнӗ, тӑваттӑмӑшӗ 5 теҫетке ҫула хыҫа хӑварнӑ. Хальхилле ятсемех вӗсен. Ӗлӗкхи йӑла-йӗркене те питех пӑхӑннине каламарӗҫ. Пӗлтӗр, сӑмахран, ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ пулин те Чӳкҫырминче ҫумӑр чӳкӗ туман. Йӗркелесе, ертсе пыракан ҫуккипе, йӗркине пӗлменнипе ҫыхӑнтарчӗҫ ҫакна вӗсем.

Чӑваш масарӗ

Чӳкҫырмисем пӗлтернӗ тӑрӑх — вӗсен ялӗн икӗ масар. Кӗрешӗн масарӗ — хӗвел тухӑҫ, чӑваш масарӗ хӗвел анӑҫ енче вырнаҫнӑ. Тӗне кӗменнисем ҫимӗкре масар ҫине кӗҫнерни кун каяҫҫӗ.

Зинаида Ивановнӑпа тата Ольга Ильиничнӑпа чӑваш масарне кайса куртӑмӑр. Унта ҫитме, тӗрӗссипе, йӗркеллӗ ҫул та ҫук. Ҫӑва умӗнче — шурлӑхлӑрах вырӑн. «Автансӑр ял» тавралла тытнӑ сетка ӳкнӗ. Алӑкӗ те ишӗлме пуҫланӑ. Чие тата хӑмла ҫырлисемсӗр тата пӗр-икӗ пӗчӗк чӑрӑшсӑр пуҫне ытти йывӑҫ ҫук кунта. Чӗр куҫҫи таран курӑк ашкӑрать. Тӗл-тӗл йывӑҫ, тимӗр юпасем, палӑксем курӑнаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрин ҫине чулсем вырнаҫтарнӑ. Вил тӑприсем ретӗн-ретӗн пулманни тӗлӗнтерчӗ. «Ялти чӗлхесӗр ҫын, унӑн ашшӗпе амӑшне кунта пытарнӑ, ҫуркунне типӗ курӑка темиҫе хутчен те чӗртсе ячӗ. Ҫапла чылай юпа ҫуннӑ. Ӗлӗкрех пытарнисен чулӗсем те анса пыраҫҫӗ», — ӑнлантарчӗ Зинаида Ивановна.

Зинаида Антипова пӗлтернӗ тӑрӑх — тӗне кӗменнисен виле пытарасси питех уйрӑлса тӑмасть. Ҫын вилсен пӗлӗм /икерчӗ, кунта ӑна ҫапла калаҫҫӗ/ пӗҫереҫҫӗ, виҫ кун иртсен пытараҫҫӗ. Анчах ҫурта ҫутмаҫҫӗ. Вил тӑпри ҫине юпана пуҫ енне лартаҫҫӗ. Чӑваш масарӗнче пӗр хӗресе ҫеҫ асӑрхарӑм. Чим, унӑн юпа та пур мар-и? «Тӗне кӗнӗччӗ ӗнтӗ вӑл хӗрарӑм, анчах вилес умӗн хӑйне ашшӗпе амӑшӗ выртакан масара пытарма ыйтнӑ», — уҫӑмлатрӗ Ольга Ильинична.

Чӳкҫырминче чылай мӑшӑра (мӗнле тӗне ӗненнине кура) уйӑрса расна масара пытарнӑ.

— Эсир ун пек пуласран хӑрамастӑр-и? — ыйтмасӑр тӳсеймерӗм.

— Вилсен мана хамӑр масарах пытармалла, — пулчӗ хурав.

Ҫапах та Зинаида Антипова пиллӗкри мӑнукӗ курнӑ тӗлӗке калани чылайччен асран тухмарӗ. Вӑл пурнӑҫран уйрӑлнӑ, тӗрлӗ масара пытарнӑ Леня пиччӗшӗпе Тоня аппӑшне курнӑ имӗш. «Пӗр урамрах хире-хирӗҫле хӑраххӑн пурӑнаҫҫӗ вӗсем. Тоня аппа Леня пичче патне кӗресшӗн йӗрет. Анчах ӑна кӗртмеҫҫӗ...»

Зинаида Антиповӑн хунямӑшне те, Шертепине, кунта пытарнӑ. Эпир унӑн вил тӑприне пуҫ тайрӑмӑр та масартан тухрӑмӑр.

Чӑкӑт пуҫлани

Зинаида Антипова пӗлтернӗ тӑрӑх — тӗне кӗмен чӑвашсем ҫуралнӑ пепкене ят панӑ чухне чӑкӑт пуҫланӑ. Ҫак йӑла-йӗрке «Чӑкӑт пуҫлани» ятлӑ. «Ачусене тӗне кӗртетӗн тӗк — пӑхмастӑп», — тенӗччӗ мана хуняма. Паллах, эпӗ ӑна хирӗҫ кайман. Анчах ҫитӗнсен хӗрӗм Наташа Шупашкарта вӗреннӗ чухне тӗне кӗнӗ. Киле таврӑнчӗ те асламӑшӗ: «Наташа, мӗн ҫакса янӑ эсӗ мӑйна?», — терӗ пӗчӗк хӗресе асӑрхаса. Ҫилленчӗ, ҫав каҫ юратнӑ мӑнукне пӗр сӑмах та хушмарӗ. Сӑмах май, Шупашкарта пурӑнакан ывӑлӑм халӗ те тӗне кӗмен-ха.

Хуняма мана: «Эсӗ тӗне кӗнӗ вӗт-ха», — тесе пӗрре те кӳрентермен. Анчах малтанах: «Кин вырӑнӗнче чӑн чӑваш хӗрне курас килетчӗ», — текеленӗ. Ҫулсем иртнӗҫемӗн килӗштерчӗ вӑл мана. Шертепи — ырӑ, чыслӑ-хисеплӗ хӗрарӑмччӗ. Ӑна ҫамрӑк чикан хӗрӗ кӑкӑр ачине тыттарса хӑварнӑ. Розӑна тӑван хӗрӗ пекех пӑхса ӳстернӗ вӑл. Роза Лапсарта пурӑнать, шкулта ачасене пӗлӳ парать. Тӗне кӗмен. «Вилсен мана Лапсарта мар, чӑваш масарне илсе килсе пытарччӑр тет вӑл», — пӗлтерет Зинаида Ивановна.

Тӗлӗнмелле, юнпа хӑй тутар хӗрӗ пулсан та усрав амӑшӗн ӗненӗвӗпе тӗнче курӑмне ытларах хисеплет вӑл.

Чӳкҫырминче таврапӗлӳ музейӗ те пур. Унӑн «хуҫи» Виталий Васильев (вӑл маларах ялти шкулта тӑван ен культурине вӗрентнӗ, халӗ тивӗҫлӗ канура) экспонатсемпе хаваспах паллаштарчӗ. Виталий Федорович хӑй те тӗне кӗмен. «Атте-анне кӗртмен, халӗ вӑхӑт ҫук», — шӳтлерӗ вӑл.

Тӗрӗссипе, вӑл ашшӗ-амӑшӗн тӗннех тӗпе хурас тенӗ. «Халӗ ҫынсем ниме те ӗненмеҫҫӗ. Хамӑр турӑсене манчӗҫ, ют тӗне йӗркеллӗ йышӑнаймарӗҫ. Ҫавӑнпа уҫӑмлӑ аталанни палӑрмасть», — пытармарӗ музей ӗҫченӗ.

Музейре Христос тӗнне йышӑнман чӑвашсем ҫинчен уйрӑм кӗтес ҫук пулин те Чӳкҫырми, Лачкасси ялӗсен историйӗпе, ӗлӗкхи чӑвашсен ячӗсемпе паллашма пулать. Лачкассинче тӗне кӗмен чӑвашсен хисепӗ кӑшт ытларах-мӗн. Анчах вӗсене шутлама икӗ алӑри пӳрнесем те ҫителӗклӗ. Ку тӑрӑхра паян Биктимировсем, Хаймуллинсем, Ахтимировсем, Демидовсем, Бикуловсем тата ыттисем пурӑнаҫҫӗ. Шел те, ӗлӗкхи ятсем упранса юлман. Чӳкҫырми шкулӗн директорӗнче ӗҫленӗ Валентин Демидов Лачкасси ялӗн историне ҫырса хӑварнӑ. «1870 ҫулти ҫырав тӑрӑх (ку ҫырава тӗне кӗмен ҫынсене шута илсе Христос тӗнне сарас енӗпе ҫӗнӗ мелсем шырама ирттернӗ) 16 килте пурӑнакансем тӗне кӗмен. Вӗсенче 120 ҫын пурӑннӑ», — тенӗ вӑл. Ҫав вӑхӑтрах ҫынсен ячӗсене илсе кӑтартнӑ. Мӗн тери илемлӗ ятсем вӗсем: Ахмать, Мадиле, Бикмулла, Матюк, Сетине, Абуюк, Ермулла, Пасян, Офилье, Халия, Себиче, Кульбике, Илиме, Калемуя, Стерик, Селиман, Каринке.

Чӳкҫырмипе Лачкасси ялӗсенчен инҫех мар вырнаҫнӑ Кушкӑра та, Каҫал тӑрӑхӗнчи тата Йӗпреҫ енчи Виҫпӳртпе Вӑтаелте те, Виҫпӳрт Шӑмӑршӑра та тӗне кӗмен ҫын питӗ сахал юлнӑ. Тепӗр темиҫе ҫултан вӗсем те пулмӗҫ. Икӗ ҫул каялла, ав, Чӳкҫырмисемпе Лачкассисене те чиркӳ лартса панӑ...

«Хыпар», 2011, утӑ, 14
Роза Власова


 
Категорисем: Йӑла-йӗрке, Чӳкҫырми, чӳк
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-07-14 19:52:46 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4772 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем